Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫепӗҫ лирик (И. Оленкина)

Ир те, каҫ та ҫырӑп сӑвӑ-юрӑ, —
Ҫулӑмпа хӗмленнӗ яш чӗрем,
Ҫӗршыва ман ҫепӗҫ сас та юрӑх
Пулӗ тетӗп аслӑ тӗнчере.

Иван Ивник сасси тӑван литературӑра иртнӗ ӗмӗрти 30-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче илтӗнме тытӑннӑ. Ҫырма вӑл фельетонсемпе пӗчӗк калавсенчен пуҫланӑ. Унӑн чи малтанхи хайлавӗсем "Капкӑн" журналта пичетленнӗ. Каярахпа тӗрлӗ хаҫат-журналта сӑввисем те тӑтӑшах пичетленнӗ.
Иван Николаевич Ивник 1914 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси Мӑрат ялӗнче ҫуралнӑ. Пулас сӑвӑҫ ялти шкултан вӗренсе тухсан 1928-1931 ҫулсенче Шупашкарти педагогика техникумӗнче ӑс пухнӑ. Ҫавӑн чухнех вӑл чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисемпе паллашса туслашнӑ. Кун кӗнекинче ҫапла ҫырни пур: "1928 ҫул уҫӑмлӑ ҫул пулса тӑчӗ. Ҫак ҫулта эпӗ пӗчӗк калавсем, сӑвӑсем ҫырма тытӑнтӑм. Шупашкарти пӗтӗм хаҫатсенче корреспондент шутланса тӑратӑп".
Вӑл уйрӑмах "Капкӑн" журналпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Ҫамрӑк автор 1928-1929 ҫулсенче ытларах чӑваш хресченӗн ӑс-хакӑлӗнчи ҫитменлӗхе асӑрхать. Эрехпе ашкӑннине, наянлӑха, вӗҫкӗнлӗхе питлесе ҫырнисене пичетлет. Ҫак вӑхӑтра ҫырнисен йышӗнче "Урнӑ Кӗркури", "Павел Черкинӑн телейлӗ кунӗсемпе хуйхӑллӑ кунӗсем", "Пилӗк пуху" фельетонсем, "Лӑкӑштӑкпа Унтри пичче", "Урине" калавӗсем, "Ҫур аки умӗн", "Ҫӑварни", "Сӑмакуна пула" тата ытти сӑвӑ пур.
Сӑвӑҫ пултарулӑхӗнче ытларах лирика палӑрать. Ҫак вӑхӑтра вӑл сӑвӑ-юрӑ ҫырма пуҫлать.
Сывлӑхӗ хавшанӑран 1931 ҫулта вӑл тӑван ялне таврӑннӑ. Пӗр вӑхӑт сипленнӗ хыҫҫӑн Иван Ивник Самарти "Колхозник" хаҫата ӗҫе вырнаҫать. Сӑвӑҫ чӑваш лирикине тӗпчет, урӑх ҫӗршывсенчи лириксен пултарулӑхӗпе паллашать, тӗнче классикӗсен асамлӑ вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тӑрӑшать.
1932 ҫулта Хусанти Совет прави институтне вӗренме кӗрет. Ҫак вӑхӑтрах литература ӗҫне те пӑрахмасть. Хусанти "Утӑм" альманахпа ҫыхӑну тытать. 1933 ҫулта Иван Ивник яланлӑхах Шупашкара куҫса килет. 1933-1934 ҫулсенче Раҫҫей телеграф агентствин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнче ялсемпе хуласене ятарласа тухса ҫӳрекен корреспондентра ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл чӑваш халӑхӗн сӑвви-юррипе халапӗсене пухас тата вӗсене тӗпчес тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ.
Иван Николаевич темиҫе ҫул "Колхозник ялавӗ" хаҫатра тата ЧАССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи наука тӗпчев институтӗнче вӑй хунӑ. 1939 ҫул пуҫламӑшӗнче профессионал поэт пулса тӑнӑ. Вӑл ҫырнӑ сӑвӑсем, критика статйисем тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленнӗ. Ку тапхӑрта Иван Ивник питӗ тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Унӑн чи паллӑ хайлавӗсем: "Павлик Морозов", "Киркка Иленӗ", "Чемей пӑлхавӗ" поэмӑсем тата "Телей ҫулӗ" сӑвӑлла юмах.
Иван Ивник А.Пушкин, М.Лермонтов, М.Горький, В.Маяковский, С.Есенин ӗҫӗсене чӑвашла куҫарса пичетленӗ.
И.Ивник чӑваш литературинче ытларах лирика хайлавӗсемпе палӑрнӑ. Унӑн сӑввисем ҫепӗҫ кӗвӗллӗ. Поэтӑн чылай сӑввине юрра та хывнӑ: "Ирхи Атӑл", "Пӗрле ӳснӗ тантӑшсем", "Хӗвелӗмӗр", "Улма йывӑҫ авӑнать", «Ҫурхи хаваслӑх» тата ыттисем те.
Иван Ивник пурнӑҫӗн юлашки тапхӑрӗ калама ҫук тертлӗн иртнӗ. Сывлӑхӗ хавшаса пынине пӑхмасӑрах сӑвӑҫ пӗр хушӑ К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ертуҫинче тӑрӑшнӑ. 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӗҫе йӗркелесе янӑ. Чӑваш литературипе тата культурипе ҫыхӑннӑ материалсене пухма пуҫланӑ. Музей фондӗнче унпа ҫыхӑннӑ материалсем упранаҫҫӗ. Экспозицире унӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан экспонатсем те пур: кӗнекесем, ал ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗксем, тӗрлӗ документ.
Каярах Иван Ивник Чӑваш АССР Писательсен союзӗнче литература консультантӗнче ӗҫленӗ. Тем пек йывӑр самантсенче те вӑл ӗмӗтленме, ҫырма пӑрахман, сӑвви-юрри халӑхра ӗмӗр пурӑнасса шаннӑ:

Ахӑртнех, эп вилсе выртас тӑк
Чип-чипер ҫӳренӗ хушӑрах, —
Ан кулянӑр, ан тӑвӑр пӗр сас та!..
Хӑратмасть чӑрсӑр вилӗм мана, —

тет вӑл пӗр сӑввинче.
Чире пула Иван Ивник 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Юлашки кунӗсенче хӑйӗн архивне йӗркеленӗ, ҫырнисене пухса уйрӑм тетрадьсем тунӑ. Пултаруллӑ сӑвӑҫӑн ӗмӗчӗсем пысӑк пулнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Иван Ивник ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Унӑн янӑравлӑ та ҫепӗҫ сӑвви-юрри халӑх асӗнче нумайлӑхах юлӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-03-12 11:17:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2981 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем